Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Суйлавра (Волгин В.)


Паянхи уявӑмӑр пит аслӑ,
Ир-ирех ҫӗршывӑм вӑранать.
Эпӗ халь нихҫанхинчен хаваслӑ,
Чӗрере ҫӗн юрӑ шӑранать.

Суйлаври ҫынсен пӗр шухӑш-кӑмӑл,
Мирлӗ ӗҫшӗн халӑх сасӑлать.
Чӗремре мӗн евӗр ырӑ, ҫӑмӑл —
Мир ӗҫне парсассӑн сассӑма;

Эп калатӑп: ман Тӑван ҫӗршывӑм
Ҫирӗплентӗр, ӳстӗр яланах.
Пирӗн ҫутӑ ӗмӗт — Коммунизм,
Ертсе пытӑр парти—малалла!

1952

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем



Тулли верси :: Статья каҫми